Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Тимофей Ахазова асăнса мемориал хăми уçнă

Тимофей Ахазова асăнса мемориал хăми уçнă

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чакаç ялĕнче паллă ентешĕмĕрĕн — Чăваш Республикин патшалăх тата общество деятелĕн Тимофей Аркадьевич Ахазовăн ятне асăнса мемориал хăми уçнă.

Çак пулăма халалланă митинга Тимофей Ахазовăн тăва- нĕсемпе çывăх çыннисем тата ял халăхĕ йышлăн пуçтарăннă. Астăвăм хăмине ентешĕмĕр çуралса ÿснĕ çурт стени çумне вырнаçтарнă. Аса илтеретпĕр, Тимофей Аркадьевич Ахазов ячĕпе Шупашкар хулинче урам та хисепленсе тăрать.

Мероприятие килнисен умĕнче республикăри ветерансен канашĕн председателĕ Генрих Васильев, Шупашкарти халăха  социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центр ертÿçи Светлана Милкина, рес-

публикăри МЧС ветеранĕсен канашĕн председателĕ Георгий Фадеев, Канаш тăрăхĕнчи АПК ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Валерий Долгов, Чакаç территори пайĕн ертÿçин тивĕçне пурнăçлакан Надежда Николаева тата Чакаç ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Анна Евдокимова тухса калаçнă.

Мемориал хăмине уçма Тимофей Аркадьевичăн тăванĕсем Зоя Игнатьевапа Оксана Ахазова хутшăннă. Митингра Чакаçри культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» пултарулăх ушкăнĕ илемлĕ юрăсем шăрантарнă.

Мероприятие пуçтарăннисем ентеше асăнса пĕр минут шăп тăнă, унтан мемориал хăми умне чĕрĕ чечексем хунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *