Шупашкарта «Йытăсен парачĕ» иртнĕ.
Мероприятие çулленех «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Чĕрчунсен тĕнчине хӳтĕлесси» проекчĕпе килĕшӳллĕн йĕркелеççĕ. Кăçал вăл тăваттăмĕш хут иртнĕ. Унта йытăсем ташланă, ăс-хакăлĕпе тĕлĕнтернĕ, ăмăртăва хутшăннă. Вĕсен хуçисене вара тăватă ураллă тусĕсене ăнланма вĕрентнĕ.

