Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Ултавҫӑсене ӗненнӗ

Ултавҫӑсене ӗненнӗ


Чӑваш Енри хӗрпе каччӑ ултавҫӑсене ӗненсе ҫын пурлӑхне вӑрланӑ.
Вӗсем патне вӗренӳ заведени- йӗн деканатӗнчен тесе шӑнкӑравланӑ имӗш, смс-ҫырупа килнӗ кода калама ыйтнӑ. Кайран вӗсем патне патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн, Тӗп банкӑн, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текенсем шӑнкӑравланӑ. Вӗсене укҫана тата терроризма спонсор пулса пулӑшнинчен явап тытасран ҫӑлса хӑварма шантарнӑ.
Улатӑр каччи ултавҫӑсене 170 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ, ҫав шутра – амӑшӗн картти ҫинчен те. Унтан ӑна «йӗрке хуралҫисем» ют ҫынсен хваттерӗнче укҫа шырама хушнӑ.
Шупашкар районӗнчи ҫурта кӗме тӑнӑ хӗре вара кил хуҫи хӑй тытса чарнӑ. Ҫамрӑксене иккӗшне те суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Анчах тӗрмене хупса хумасӑр явап тыттарма йышӑннӑ.
Хамёр инф?

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *