Пятница, 12 июня, 2026
Главная > Публикации > Хаклӑ парнесем парса хавхалантарӗҫ

Хаклӑ парнесем парса хавхалантарӗҫ


Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Автоледи 2026» конкурс иртӗ.
Хӗрарӑм водительсем машинӑпа ҫӳрес ӑсталӑхра ӑмӑртӗҫ, чи маттуррисене хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ. Ҫавӑн пекех шоу-программа пулӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑсене маларах памалла – вырӑн питех нумай мар.
Пӗлтӗр 30 хӗрарӑмран 12-шӗ ҫеҫ финала лекнӗ пулнӑ. Ун чухне пӗрремӗш вырӑна Екатерина Матвеева йышӑннӑ. Иккӗмӗш Марина Васильева пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Анастасия Чинаевӑпа Екатерина Ятрушева пайланӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *