Тунтикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура çывхаракан Çимĕк уявĕнче тата ваттисене (вилнисене) асăнмалли кунра халăха масар çине çитме пулăшасси, хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси тĕп ыйтусенчен пĕри пулнă.
Шупашкар хулин пуçлăхĕ Станислав Трофимов пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар хулин – çирĕме яхăн çăва. Халăх ытларах Мăн Карачурари 3-мĕш, 4-мĕш, 5-мĕш тата Явăшри масарсене çӳрет. «Автансăр ялсенче» Çимĕк умĕн субботниксем ирттернĕ, тирпей-илем кĕртнĕ, ăпăр-тапăртан, ӳкнĕ йывăçсенчен, хăрăк туратсенчен тасатнă. Çавăн пекех пур çăвара та сăвăссенчен, вăрăм туна- сенчен наркăмăш сапнă. Кунсăр пуçне çу уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче йĕрке хуралçисем çăвасенче хурал тăрĕç. «Çимĕк вăхăтĕнче транспорт питĕ йышлă пулĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене çулсене хупни, хушма троллейбуссемпе автобуссем яни çинчен тĕплĕнрех (радиопа та, телекуравпа та, хаçат-журналта та) пĕлтерсе тăма ыйтатăп. Çав вăхăтрах пилотсăр вĕçекен аппаратсем тапăнас хăрушлăх та пĕтмен-ха. Çакна пур мероприятире те асра тытмалла», – палăртнă Олег Алексеевич.

