Пятница, 12 июня, 2026
Главная > Публикации > Юлашки шăнкăрав янăранă

Юлашки шăнкăрав янăранă

Ытларикун, çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Канаш тăрăхĕнчи шкулсенче юлашки шăнкăрав янăранă. Округ пуçлăхĕ Валерий Чернов çав кун хулари 3-мĕш шулта йĕркеленĕ уяв мероприятине хутшăннă.

«Юлашки шăнкăрав — вĕренÿ çулталăкĕ вĕçленни кăна мар, пурнăçăн тепĕр яваплă тапхăрне куçни те. Шкултан вĕренсе тухакансене пурне те çирĕп вăй-хал тата ăнăçу сунатăп», — тенĕ Валерий Анатольевич выпускниксене саламланă май.

Канаш тăрăхĕнче 34 шкул ĕçлет, вĕсенче 9231 ача пĕлÿ илет. Пĕр вĕрентекене вăтамран 15 вĕренекен тивет, классенче вăтамран 27 ача вĕренет.

Кăçал 9-мĕш классенчен 1056 ача вĕренсе тухать. Чылайăшĕ вăтам професси пĕлĕвĕ илме васкĕ, çав вăхăтрах шкула 10-мĕш класа килекенсем те пулĕç. 344 выпускникăн вара патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн тĕрĕслевĕ витĕр тухма тивĕ.

Кашни çамрăка экзаменсене ăнăçлă тытса пурнăçра хăйсен вырăнне тупма ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *