Çимĕк çывхарать. Çак эрнери кану кунĕсенче ял-сала масарĕсем çинче халăх йышлă пулĕ.
Çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă çынсене асăнма пĕлĕш-хурăнташ вара таçтан аякранах килсе çитĕ. Масар тирпейлĕ пулни Çимĕк кунне кашнине кăмăла хуçмасăр ирттерсе яма май парĕ.
Вырăнта пурăнакансем çулсерен çак пĕлтерĕшĕ кун умĕн маларах субботника тухаççĕ. Хăрнă, вил тăприсем çине тайăлнă е ÿкнĕ йывăçсене касса тирпейлеççĕ, çÿп-çапа пуçтараççĕ. Анаткас Кпеч ялĕнче пурăнакансем те çак ырă йăлана çирĕп тытса пыраççĕ. Вĕсем ял хастарĕ Валерий Павлов пуçарнипе масар çине харăсах икĕ кану кунĕнче (çу уйăхĕн 16 тата 23-мĕшĕсенче) тухнă, унти йывăç-тĕме кăкланă, вил тăприсен таврашне тасатса йĕркене кĕртнĕ.

