Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Арпус ҫисе наркӑмӑшланнӑ

Арпус ҫисе наркӑмӑшланнӑ


Канаш округӗнче 6 ача арпус ҫисе наркӑмӑшланнӑ та пульницӑна лекнӗ.
Вӗсем пурте пӗр ялта хӑнара пулни паллӑ. Арпус ҫисен хӑйсене япӑх туйма тытӑннӑ. Ачасене пульницӑна вырттарнӑ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне сӑнаса тӑраҫҫӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн тӗп диетологӗ Алина Степанова каланӑ тӑрӑх, пиҫме вӑхӑт ҫитиччен арпус тата ытти культура сывлӑхшӑн сиенлӗ, унра нитрат тата ҫимӗҫе ӳсме пулӑшакан хими нумай пулма пултарать. Ун пек ҫимӗҫсене пула уйрӑмах ачасем йывӑр наркӑмӑшланма пултараҫҫӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *