Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ачасен çуллахи каникулĕ пуçланчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура регионăн вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров виçĕ уйăха тăсăлакан кану кунĕсене усăллă тата кăсăклă ирттересси тĕп вырăнта пулнине палăртнă.
Çак тапхăрта муниципалитетсенче çамрăк ăрăвăн пушă вăхăтне туллин ирттерме май паракан вун-вун тĕрлĕ мероприяти йĕркелĕç. Тĕслĕхрен, чăваш халăхĕн культура пуянлăхне упраса хăварассине, чĕлхене вĕрентессине тĕпе хурса садиксенче тата шкул çумĕнчи лагерьсенче Акатуй ирттерĕç. Çĕртме уйăхĕн 1-15-мĕшĕсенче 23 муниципалитетри шкул çулне çитменнисен учреждени- йĕсенче чăваш юрри-кĕвви янăрĕ, ачасем юмах-халап вулĕç, наци апачĕсене тутанĕç, вылĕç, ташлĕç.
Шкул çумĕнчи 275 лагерьте вара чăваш сăмахĕ уйăхĕпех илтĕнсе тăрĕ. Йăла-йĕркене упрассипе çыхăннă мероприятисене 62 пин ытла ачана хутшăнтарма палăртнă. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр проект – «Тăван тăрăхра кутамккапа утатăп». Унпа килĕшӳллĕн Чăваш Енри паллă вырăнсемпе паллаштарма 2 пин ытла экскурси йĕркелĕç, 285 садикри 40 пин ытла ача çула тухĕ. Шкул ачисем валли агроэкспедицисем те йĕркелĕç. «Ялта – пĕр кун» проектпа килĕшӳллĕн вĕсем ял хуçалăх предприятийĕсене, музейсемпе парксене, астăвăм вырăнĕсене çитсе курĕç.

