Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > «Валдайсем» ҫӳреме пуҫланӑ

«Валдайсем» ҫӳреме пуҫланӑ


Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Атӑл тӑрӑх «Валдайсем» ҫӳреме пуҫланӑ. Вӗсем Хусана тата Сӗвене ҫитӗҫ.
Шупашкарти юхан шыв порчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарти причалта хӗл каҫнӑ тата юсав тунӑ хыҫҫӑн «Валдайсене» шыв ҫине антарнӑ. Тунтикун вара вӗсем ҫула тухнӑ.
Хусана кунне икӗ рейс тума палӑртнӑ: 8:00 тата 16:00 сехетсенче. Сӗвене вара ирхи 8 сехетре ҫула тухӗ, каялла – 14:30 сехетре.
Билетсене сутма пуҫланӑ. Аслӑ ҫынсем валли унӑн хакӗ 800 тенкӗпе танлашать, Ачасем валли вара – 400 тенкӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *