Понедельник, 20 июля, 2026
Главная > Публикации > Вулавăшра культурăпа çут ĕç центрĕ уçăлнă

Вулавăшра культурăпа çут ĕç центрĕ уçăлнă


Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун Чăваш Республикин Ачасемпе çамрăксен библиотекинче «Ӳсĕм академийĕ» культурăпа çут ĕç центрĕ уçăлнă. Ăна вулавăш ĕçченĕсем «Çемье» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ, библиотека 70 çул тултарнине халалланă.
«Ӳсĕм академийĕпе» Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова, Ачасен прависене хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова паллашнă. Хăнасене библиотека ĕçченĕсемпе пĕрле Шупашкарти 75-мĕш ача садне çӳрекенсем кĕтсе илнĕ.
Вулавăшри «Ӳсĕм академийĕ» центр çичĕ лапамран тăрать: «Çитĕнӳсен галерейи», «Ӳсĕм ракурсĕ», «Пысăк çитĕнӳсем – манăн утăмсемпе» фотозона, «Чăваш Ен юмах картти», «Эрудит-класс», «Креатив-парк» центр, «Пĕтĕмпех пĕлме юратакансен кафедри».
«Çакăн евĕр бибилиотекăсем ачасене ĕмĕтленме, шухăш-тĕллеве пурнăçа кĕртме май параççĕ. Эпĕ çак центр пĕчĕккисемпе ашшĕ-амăшĕн лапамĕ пулса тăрасса, пушă вăхăта пĕрле ирттерессе ĕненетĕп. Ача вулавăшра тăк – ашшĕ-амăшĕн чунĕнче те лăпкă. Сире пурне те тав тăватăп, ырă çул сунатăп», – тенĕ Олег Алексеевич «Ӳсĕм академине» пысăк хак парса.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *