Шупашкара троллейбус-гармошка илсе килнӗ. Ӑна малтан 60-мӗш маршрут ҫинче тӗрӗсленӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑл 1-мӗш маршрутпа ҫӳреме тытӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен Чӑваш транспорт управленийӗ пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, «Горожанин» троллейбуса 150 пассажир таран кӗрет, унта 44 лармалли вырӑн. Салонра климат-контроль, видеокамерӑсем, гаджетсене заряд тумалли хатӗрсем пур. Троллейбус автономлӑ мелпе 30 ҫухрӑм таран ҫӳреме пултарать. Унччен ку троллейбуса Ӗпхӳре, Курскра тата Екатеринбургра тӗрӗсленӗ.

