Шупашкар хулинче кивӗ троллейбуссене ҫӳреттерме пӑрахӗҫ. Вӗсем вырӑнне маршрутсем ҫине ҫӗннисем кӑна тухӗҫ.
Республикӑра общество транспортне 2019 ҫулта ҫӗнетме тытӑннӑ. Ку таранччен Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта 229 ҫӗнӗ троллейбуса маршрут ҫине кӑларнӑ.
Регионти чи кивӗ троллейбуссенчен пӗри – АКСМ-101 модельлӗ троллейбус. Вӑл хула урамӗсемпе 26 ҫул ҫӳренӗ. Транспорт историйӗнче 001-мӗш номерлӗ троллейбус уйрӑм вырӑн йышӑнать. Вӑл лини ҫинче 1964-1978 ҫулсенче ӗҫленӗ. Вӑл – Шупашкарта троллейбус ҫӳреме тытӑннин символӗ.

