Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Енре шыва кĕмешкĕн ятарласа хатĕрленĕ 137 вырăн уçăлнă. Çав кун тĕлне 9 пляж хатĕрленĕ.
Раççей МЧСĕ шыв хĕрринче каннă вăхăтра хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмаллине аса илтерет:
- пĕлмен вырăнта шыва ан кĕрĕр, кимĕрен тата çырантан ан сикĕр: шыв тĕпĕнче туратлă тункатасем, чулсем, арматура е тарăн шăтăксем пулма пултараççĕ;
- юраманнине кăтартакан паллăсене итлĕр;
- алкоголь ĕçсен çырантах юлăр;
- ачасене сыхласах тăрăр.

