Мобильлĕ «Сывлăх пуйăсĕ» Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне – утăм» çĕнетнĕ акципе килĕшӳллĕн ĕçлеме тытăннă.
Кăçал проект икĕ юхăмпа пурнăçланĕ: тухса çӳрекен бригадăсем тата стационарти «Сыв-лăх пункчĕсем». Кашни эрнерех республикăри тĕп клиникăсен бригадисем район больницисене тухса çӳрĕç.
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Ача-пăча тухтăрĕ» проект пуçланнă. Неврологсем, ЛОРсем, эндокринологсем, офтальмологсем, хирургсем, стоматологсем тата ытти специалист чи малтан Улатăрти тĕп больницăра пациентсене йышăннă, унтан вĕсем пур муниципалитета та çитĕç.
Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче «Кардиопуйăс» çула тухнă. Кардиологсемпе неврологсем Çĕрпӳри тĕп больницăра пациентсене йышăннă.
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче вара стационарти «Сывлăх пункчĕсем» ĕçлеме тытăнĕç.

