Главная > Публикации > Раҫҫейре – лайӑххисен йышӗнче

Раҫҫейре – лайӑххисен йышӗнче


Чӑваш Енри вӗрентекен Раҫҫейре чи лайӑххисен йышне лекнӗ. Сӑмах Татьяна Константинова пирки пырать.
Вӑл Финанс университечӗн Канашри филиалӗнче студентсене вӗрентет. Педагог Пӗтӗм Раҫҫейри инноваци технологийӗсен «Чи ҫамрӑк преподаватель» конкурсне хутшӑнса палӑрнӑ.
Пӗрремӗш тапхӑрта ҫӗршыври 500 ытла вӗрентекен тупӑшнӑ. Иккӗмӗш тапхӑра 80 ҫын лекнӗ. Унта Татьяна Вячеславовна хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ, ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Жюри ӑна пысӑк хак панӑ. Ҫапла пирӗн ентеш 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: Татьяна Константинована Патшалӑх Думин ӑслӑлӑхпа аслӑ вӗрентӗвӗн комитечӗн пӗрремӗш ҫумӗн Тав хучӗпе те чысланӑ. Ӑна Татьяна вӗрентӗве пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тивӗҫнӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *