Ҫут ҫанталӑк министерствин специалисчӗсем уй-хир тата вӑрман чӗр чунӗсене шутланӑ. Пӑчӑр 72 процент чухлӗ нумайланни палӑрнӑ, карӑк – 69, пӑши 21 процент нумайланнине шута илнӗ.
Хир качакисемпе пурӑшсем те ытларах халӗ. Ҫак кӑтартусем вӑрмансене ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратас, тискер кайӑксене кирлӗ пек апатлантарас енпе ҫыхӑннӑ.
Шутлава «Экологическое благополучие» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ.

