Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче тӳлевсӗр Wi Fi ӗҫлесе кайнӑ. Вай-фай урлӑ тӗнче тетелне асӑннӑ центр ӗҫченӗсем те, центра пырса ҫӳрекенсем те кӗме пултараҫҫӗ.
Тӳлевсӗр вай-фай ҫыхӑнупа «Ростелеком» компани тивӗҫтернӗ. Клиентсен залӗсенче ятарлӑ ҫыхӑну каналӗсем йӗркеленӗ, сеть оборудовнийӗ вырнаҫтарнӑ.
Вай-файпа тӳлевсӗрех усӑ курма май килӗ. Авторизациленес тесен СМС-кодпа усӑ курмалла е ятарлӑ номерпе шӑнкӑравламалла, е тата патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ кӗме пулать.

