Туй фестивалӗ кӑҫал та иртӗ, унта Чӑваш Енри ҫамрӑксене хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.
Фестиваль Мускаври «Раҫҫей» наци центрӗнче утӑ уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фестивальте тӗрлӗ регионти мӑшӑрсем пӗрлешӗҫ, хӑйсен халӑхӗн йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллаштарӗҫ.
Туй фестивалӗнче пӗрлешес текенсене ЧР юстици ӗҫӗсен патшалӑх службин ЗАГС уйрӑмӗпе ҫыхӑнма ыйтаҫҫӗ.
Пӗлтӗр Туй фестивалӗнче Чӑваш Енри Алексей тата Юлия Комлевсем пӗрлешнӗ пулнӑ.

