Шупашкар хулинчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче ачасен сӑн ӳкерчӗкӗсене курма пулать.
Чарӑнусенче пултаруллӑ шкул ачисен баннерӗсене вырнаҫтарса тухнӑ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсенче ҫӗнтернӗ, чемпионатсемпе турнирсенче палӑрнӑ.
Кун пек социаллӑ проектсене хулара унччен те йӗркеленӗ пулнӑ.

