Ку эрнере сывлӑш температури ӳссе пыни палӑрать. Юнкун тӗлне вӑл 20 градусран та иртрӗ. Ҫӗрлесерен те ӑшӑрах.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи пӗрремӗш декада ытти ҫулхинчен 1 градус сивӗрех пулӗ. Вӑтамран – 16 градус ӑшӑ.
Ҫумӑрпа типӗ ҫанталӑк черетленсе пынӑ хыҫҫӑн эрне вӗҫне ҫанталӑк ҫуллахи йĕркене кӗрсе ҫитмелле. Ҫӗртмен 12-мӗшӗнчен вара шӑрӑх кунсем пуҫланмалла

