М-12 федераллă трассăна тунă вăхăтра юхăннă вырăнти çулсене йĕркене кĕртес ĕç малалла пырать. Унăн пахалăхĕпе хăвăртлăхне тăтăшах инспекципе тухса хак параççĕ.
Нумаях пулмасть Чăваш Рес- публикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров, Канаш тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Чернов тата «Безопасные дороги» парти проекчĕн хастарĕ-сем вырăна çитсе юсав ĕçĕсемпе паллашнă. Вĕсем Канаш тăрăхĕн-чи «Аниш» автоçул çинче пулнă.
«Кунта пирĕн çул-йĕрĕн тăхăр километр ытла лаптăкне йĕркене кĕртмелле пулать. Палăртнă ĕçсем пахалăхлă пулса пыраççĕ, подрядчик юсав ĕçĕсене график- ран чылай ирттерсе пурнăçласа пырать», — пĕлтернĕ министр.
Çитес вăхăтра çулăн çак пĕлтерĕшлĕ лаптăкĕ çинче юсав ĕçĕсене йăлтах вĕçлеме палăртаççĕ. Çынсем пахалăхлă тата хăрушлăхсăр çулсене хăйсем çинче туллин туйса илĕç.

