Чӑваш Енре «Энергия победителей: СВО» фильм кӑтартнӑ.
Картина – паян Раҫҫее, пирĕн пуласлӑха хӳтĕлекенсем ҫинчен каласа кӑтартакан чĕрĕ истори. Кашни кадрта ҫын шӑпи, ыратӑвĕ, шанӑҫĕпе тӳсĕмĕ.
«Ҫакнашкал проектсем хамӑр салтаксен паттӑрлӑхне асра хӑварма пулӑшаҫҫĕ, ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирĕплетеҫҫĕ. Пирĕн ачасен чӑнлӑха пĕлсе ӳсмелле, ҫĕршыв хӳтĕлевҫисем пирки пĕлмелле», – палӑртнӑ регион ертӳҫи Олег Николаев.

