Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Ҫамрӑксене чысланӑ

Ҫамрӑксене чысланӑ


Чӑваш Енри икӗ ҫамрӑка Раҫҫей ШӖМӗн пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев чысланӑ.
Шупашкарти 16 ҫулти Матвей Дудкӑна тата 17 ҫулти Артем Иванова видеоҫыхӑну урлӑ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун чысланӑ. Вӗсем ҫынна пулӑшнӑ.
Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче ҫак икӗ каччӑ Сосновкӑра унччен судпа айӑпланнӑ 25 ҫулти арҫын ют хваттере кӗрсе кил хуҫи хӗрарӑмне хӗнесе укҫа ыйтнине асӑрханӑ. Вӗсем нумай шутласа тӑман – газ пӑрӑхӗ тӑрӑх хӑпарса хваттере кӗнӗ те арҫынна полици киличчен алхасма паман.
Палӑртса хӑвармалла, Артемпа Матвей колледжра вӗренеҫҫӗ, вӗсем спортпа туслӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *