Шупашкарти çамрăк юрăç Елена Еремеева çĕршыври «Ачасен Çĕнĕ хумĕ» кон- курсра 2-мĕш вырăн йышăннă.
Лена Раççейри вунă пин ача хушшинче суйлав витĕр тухса 13 çĕнтерӳçĕ йышне лекнĕ. Финалта вара çамрăк вокалистсен шутĕнче 2-мĕш пулнă. Вăл кĕмĕл медале тивĕçнĕ.
Лена Шупашкарти «5 октав» студире ăсталăхне туптать, унăн ертӳçи – Татьяна Шереметьева. Вăл унта мĕн пĕчĕкрен, тăватă çултах, çӳреме тытăннă. Пиччĕшĕ Дима шкулти хорта пулнă-мĕн, Ленăн та унран юласси килмен, хыççăн пĕрмай юрланă. Çакăн хыççăн ашшĕпе амăшĕ ăна студие илсе кайнă. Сăмах май, Дима «Голос. Дети» 12-мĕш сезонне хутшăннă пулнă.

