Çу уйăхĕн вĕçĕнче Канаш тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем иртрĕç. Кăçал ăна йĕркелÿçĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 81 çул çитнине халалларĕç.
Çамрăк армеецсен вăййисем виçĕ куна пычĕç. Чи малтан вĕсем Шăхасан салинчи Шкул çумĕнчи лапамра хăйсен стройпа утас ăсталăхне кăтартса пачĕç. Унтан ăмăрту лапамĕ Кĕçĕн Çавал юхан шывĕ хĕрринчи уçланкăна куçрĕ. Унта Канаш енĕн 270 ытла хастар çамрăкĕ тĕрлĕрен ăмăртăва тата пултарулăх конкурсĕсене хутшăнса хăйсен ăсталăхне кăтартса пачĕ.
Округри ытти шкулсемпе тан «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисенче хулари 10-мĕш шкулта вĕренекен çамрăк патриотсем те тупăшрĕç. Ăмăрту саманчĕсенче Виталий Гордеев, Илья Сергеев, Александр Константинов, Даниил Сергеев, Елизавета Елисеева, Роман Андреев, Мария Киселева, Софья Семенова, Максим Белков тата Роман Чаплашкин уйрăмах хастар пулнипе пирĕн шкул ăмăртусенчен 3-мĕш вырăнпа таврăнма пултарчĕ.
Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕ- левçисене çак çитĕнÿпе пĕтĕм чунтан-чĕререн саламлатăп, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатăп.
Марина СЕРГЕЕВА,
класс ертÿçи

