Шупашкарта вăрăмтунасемпе кĕрешес ĕç малалла пырать.
Специалистсем ирсерен тата каçсерен парксенче, скверсенче, Атăл хĕрринче тата ача-пăча лапамĕсенче çак хурт-кăпшанка пĕтермелли ĕçсем туса ирттереççĕ.
«Препарат вăрăмтунана тÿрех лекеймерĕ пулсан та курăк çинче юлать, 2-6 эрнере çак хурт-кăпшанка пĕтереет», – ăнлантараççĕ специалистсем.

