Понедельник, 20 июля, 2026
Главная > Публикации > Драма премьери пулнӑ

Драма премьери пулнӑ


К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫине ҫӗнӗ спектакль тухнӑ. «Ҫӑлӑнӑҫ – юратура» драмӑн авторӗ – Владислав Николаев, режиссерӗ – Наталия Сергеева.
Ватӑ хӗрарӑмсем уйрӑм ҫыннӑн пансионатӗнче пурӑнаҫҫӗ. Тӗрлӗ шӑпаллӑ кинемисене ҫыхӑнтараканни – пурнӑҫ вӗҫӗ пӗрешкелли. Пуян ачисем вӗсене килте пӑхма вӑхӑчӗ ҫуккипе унта илсе килсе вырнаҫтарнӑ…
Ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлекенсен хушшинче пурне те пулӑшма хатӗр ырӑ чӗреллӗ Лана та пур. Анчах вӑл, шалкӑм ҫапнине пула, кӗтмен ҫӗртен хӑй те ҫак пансионатӑн пациенчӗ пулса тӑрать… Мелодрама юратупа туслӑх, сутӑнчӑклӑхпа чун нишлӗхӗ, кӗрешӳпе ҫӗнтерӳ ҫинчен витӗмлӗн каласа парать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *