Понедельник, 20 июля, 2026
Главная > Публикации > Журналистсем Канаш райповĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă

Журналистсем Канаш райповĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă

Иртнĕ эрнере, юнкун, Чăваш Енри потребительсен союзĕ республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем валли пресс-тур йĕркеленĕ. Журналистсемпе социаллă сетьсенче хăйсен блогĕсене тытса пыракан хастарсене çав кун Канаш райповĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Хăнасене Канаш енĕн тараватлă çĕрĕ çинче Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Канаш райповĕн председателĕ Валентина Козлова, Раççейри Центросоюзăн информаципе коммуникацисен Центрĕн директорĕ Галина Лашманова тата ыттисем кĕтсе илнĕ. 

Çул-çÿрев программи пуян пулнă. Унпа килĕшÿллĕн журналистсем Шăхасанти «Цивильное» кафене, «Универсам» лавккана, Анат Сурăм ялĕнчи пекарьнăна, Мăкăр ялĕнчи тата Сиккасси салинчи лавккасене çитсе курнă. Палăртмалла, ял-салари чылай çул каялла хута янă лавккасене тĕпрен юсанă, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Çÿлексем çинче таварсен ассортименчĕ те пуян. Канаш райповĕн председателĕ Валентина Козлова палăртнă тăрăх, суту-илÿ çурчĕсене çĕнĕ сăн-сăпат кĕртни тупăш виçине те ÿстерме май панă. Таса та хăтлă лавккасене çынсем хаваспах пырса çÿреççĕ, хăйсене кирлĕ тавар тата апат-çимĕç туянаççĕ.

Журналистсем Анат Сурăм ялĕнчи пекарьнăн ĕçĕ-хĕлĕпе уйрăмах кăсăкланса паллашнă. Вĕсене унта çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ хыççăн çăнăхран пуçласа хатĕр продукци таран пулса пыракан кăткăс технологипе паллаштарнă. Çак пекарня пысăках мар пулин те уйăхсерен 25 тоннăна яхăн продукци туса кăларать. Çăкăр-булкăпа вара округри вĕренÿ учрежденийĕсене те туллин тивĕçтерсе тăрать.

Маршрут хăнасене Мăкăр ялне илсе çитерсен пресс-тур чăн-чăн экскурсие çаврăннă. Вырăнти лавккана кĕрсе унăн пуян ассортименчĕпе паллашнă хыççăн журналистсем авалхи кĕпер çывăхне васканă. Унта вĕсене таврари паллă краевед Леонид Михайлов çак кĕперĕн кун-çулĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Авалхи мăнаçлăх умĕнче асăнмаллăх сăн ÿкерĕннĕ хыççăн чылайăшĕ лавккара сувенирсем те туяннă.

Сиккасси салинче журналистсем лавккапа кафене кĕрсе курнă. Унтах вырăнти ăстасем пĕçерсе хатĕрлекен тутлă çимĕçсене тутанса пăхма пултарнă.

Канаш хулинче хăнасене округ пуçлăхĕ Валерий Чернов кĕтсе илнĕ. Вĕсем туслă йышпа Мухтав Мемориалĕ патне çул тытнă, паттăрсене асăнса Ĕмĕр сÿнми çулăм умне чĕрĕ чечексем хунă.

Журналистсем çул-çÿрев вăхăтĕнче «Канаш» хаçат редакцине те кĕрсе тухнă, ĕçтешĕсен ĕç йĕркипе тата вĕсен опычĕпе паллашнă.

Пресс-тур «çавра сĕтел» хушшинче вĕçленнĕ. Ăна Канаш райповĕнче йĕркеленĕ, унта Чăвашпотребсоюз аталанăвĕн ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Пĕрлĕх ертÿçи Валерий Павлов каланă тăрăх, кооператорсен пурнăçĕнче ырă улшăну нумай. Çав вăхăтрах çине тăрса ĕçлемелли самант та чылай. Пĕлтĕрхи ĕç-хĕлпе паллаштарнă май Валерий Михайлович вак тата курттăм суту-илÿ çаврăнăшне, общество апатланă- вĕн, тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсен, производствăн кăтартăвĕсем ÿснине пĕлтернĕ. Чăваш Енри потребительсен кооперацийĕ, сăмах май, Центросоюз рейтингĕнче малти вырăнсенче тăрать.

Семинарта «Потребительсен кооперацийĕ» конкурс çĕнтерÿçисене те чысланă. Массăллă информаци хатĕрĕсенче потребкоопераци ĕç-хĕлне туллин çутатнă журналистсен йышне «Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсем Василий Кузьмин фотокорреспондент тата Красноармейски округĕнчи

«Ял пурнăçĕ» хаçат корреспонденчĕ Мария Романова кĕнĕ, вĕсене диплом парса хавхалантарнă.

Палăртса хăварар, çакнашкал пресс-тура Чăвашпотребсоюз тăтăшах йĕркелесе ирттерет. Кăçал вăл Канаш райповĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнипе пĕрлех медиа представителĕсемпе общество организацийĕ хушшинчи туслăха тата та çирĕплетме пултарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *