Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Профессире чи лайӑххи» конкурс иртнӗ. Унта «Каменщик» номинаци ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ.
Кӑҫал чи лайӑх ята илессишӗн республикӑри строительство организацийӗсенче тӑрӑшакан 9 специалист тупӑшнӑ. Конкурса хутшӑнакансем теори пӗлӗвне кӑтартнипе пӗрлех эрешлесе кирпӗч те хунӑ.
Конкурсра «СЗ «Стройтрест №3» АОра ӗҫлекен Алексей Петрянкин мала тухнӑ. Вӑл ку организацире 20 ҫула яхӑн вӑй хурать. 2024 ҫулта вара тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Юрий Матвеев, виҫҫӗмӗш вырӑна Дмитрий Шагаров тухнӑ.
Финал Шупашкарта авӑн уйӑхӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ специалист Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ.

