Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Мӑкӑр кӗперӗ патӗнче пулнӑ

Мӑкӑр кӗперӗ патӗнче пулнӑ

Чӑваш Ене Италири телеертӳҫӗ килнӗ. Вӑл кунта пирӗн регион пирки сюжет ӳкерет.

Сӑмах «Поедем, поедим!» кӑларӑм ертӳҫи Федерико Арнальди пирки пырать. Вӑл Рим хулинче ҫуралнӑ. Куракансене Чӑваш Ен культурипе, йӑли-йӗркипе тата апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарас тӗллевпе Чӑваш Ене килнӗ.

Федерико Канаш округӗнчи Мӑкӑр кӗперӗ патӗнче пулнӑ, унта чӑваш юррипе ташласа савӑннӑ, чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанса курнӑ. Кайран ӑна ҫынсем Шупашкарти кӳлмекре асӑрханӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *