Санкт-Петербург хулинче иртнӗ Пӗтӗм Тӗнчери экономика форумӗнче пирӗн регион пысӑк ҫитӗнӳпе палӑрнӑ.
Сумлӑ парнепе Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хевел» завода чысланӑ. Ку предприяти тулли циклпа хӗвеллӗ модульсем кӑларассипе Раҫҫейӗпе пӗртен-пӗрре. Пӗлтӗр продукци шутне 5 миллиона ҫитернӗ.
«Пысӑк награда эпир тӗрӗс ҫулпа аталаннине татах та ҫирӗплетет. Ҫак кӑтартӑва тӳпе хывакансене тав тӑватӑп», – палӑртнӑ регион ертӳҫи Олег Николаев.

