Тунтикун, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти юхан шыв порчӗ Атӑлӑн сулахай енчи пляжне ҫитекен трамвайчиксем янӑ.
Вӗсем кунне виҫӗ хутчен ҫула тухаҫҫӗ. Канмалли кунсенче хушма рейс та пулӗ. Пӗр билет хакӗ 130 тенкӗпе танлашать, ачасем валли вара – 65 тенкӗ. 5 ҫул тултарман ачасене вара тӳлевсӗрех илсе каяҫҫӗ.
Кӑҫал ҫӗнӗлӗх вӑя кӗнӗ: билетсене юхан шыв порчӗн сайтӗнче кӑна сутаҫҫӗ, билета ҫула тухмалли кун кӑна илме пулать. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ, ӑмӑр пулсан тата термометр 20 градус ӑшӑран сахалрах кӑтартсан рейссене пӑрахӑҫлаҫҫӗ.

