Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Хăйсен ĕçне йĕркелесе яма пулăшаççĕ

Хăйсен ĕçне йĕркелесе яма пулăшаççĕ

Канаш хулинчи «Работа России» кадрсен центрĕнче «Работа для СВОих» клубăн улттăмĕш ларăвĕ иртнĕ. Ăна «Моя карьера с Единой Россией» парти проекчĕпе килĕшÿ-ллĕн йĕркелесе ирттернĕ. Унăн ĕçне ятарлă çар операцине хутшăннă ветерансем тата вĕсен çемйисем хутшăннă. Çак тĕлпулăвăн тĕп тĕллевĕ — Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене мирлĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшасси.

Палăртнă кун усламçă ĕçĕнчи хăйсен пуçарăвĕсене СВОн ултă ветеранĕ тата салтаксен икĕ мăшăрĕ уçăмлатнă. Консультаци вăхăтĕнче специалистсем вĕсене бизнес-план туса хатĕрлеме вĕрентнĕ, патшалăх тивĕçтерекен пулăшу мерисем çинчен каласа кăтартнă.

Палăртса хăварар, паянхи куна «Работа для СВОих» клубра тăракан тăхăр хастар бизнесра хăйсен ĕçне йĕркелесе янă, улттăшĕ вĕсенчен социаллă контрактпа усă курнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *