Вăрăмпуç каччин Вячеслав Варсонофьевич Семеновăн хĕсмет çулĕсем Чукотка çĕрĕ çинче иртнĕ. «Америка çĕрĕ пирĕнтен инçех те марччĕ», — тет Вячеслав, иртнĕ çамрăк вăхăтсене аса илсе. Хĕсмет хыççăн патвар каччă Вăрăмпуçне таврăнать те тăван «Путь Ленина» колхозра ĕçлеме тытăнать. Хăвăрах пĕлетĕр колхозниксен ĕç укçи мĕн чухлĕ пулнине. Ĕнерхи салтакăн вара тумланмалла, çурт-йĕр çавăрмалла, машина е мотоцикл та пулин туянмалла. Колхозникăн çавăн чухлĕ укçа ĕçлесе илме миçе çул тар юхтармалла?
Кун пек пурăнса пулмасть, — тет те Вячеслав, Таймыр çур утравĕ çине тухса каять. Чукотка климатне хăнăхнăскерне чун туртăмĕ Хатанга, Норильск хулисене илсе çитерет. Вăтăр çул ĕçлет Вячеслав Норильскри гео- логсен разведкин организаци- йĕнче. Никельпе, кобальтпа, ылтăнпа, платинапа пуян вырăнсене тупса Тăван çĕршывăн тĕрекне татах та çирĕплетес тесе тăрăшаççĕ геологсем. «Астăватăп-ха, – тет Вячеслав Варсонофьевич, — пĕррехинче эпир патшалăха çулталăкра 13 миллиард доллар тупăш паракан хаклă металлсемпе пуян вырăн тупрăмăр».
Вăхăт шăвать, çулсем иртеççĕ, тăван çĕре таврăнма вăхăт çитет. Анчах ялта алă патне пыракан ĕç тупмалла вĕт-ха. Таймыр çур утравĕ çинче 30 çул ĕçлесе симĕс вăрманшăн тунсăхласа çитнĕскер Чăваш Енре çук йывăç ÿстерме кăмăл тăвать ĕнерхи геолог. Кедр! Акă мĕн килĕшнĕ Вячеслав Варсонофьевича. Анчах кедр плантацине йĕркелесе яма çĕр кирлĕ.
— Çĕре тара илме мана ун чухнехи Вăрăмпуç ял тăрăхĕн ертÿçи Андрей Васильевич Степанов пулăшрĕ, — тет Вячеслав Семенов. — Эпĕ çур гектар анчах илесшĕнччĕ, ун пек çĕр лаптăкĕ çук, терĕ Андрей Степанов, ил авă пĕр утрав — виçĕ гектар çурă. Илтĕм. Ку çĕр лаптăкĕ Асанкасси вăрманĕ çумĕнче икĕ çырма хушшинче вырнаçнă. Тĕрен сăмси текенскер. Унта тракторпа та, комбайнпа та кĕме питĕ хĕн. Çавăнпа ăна сухаламан та. Мĕншĕн кедр тетĕр-и? Ял халăхне тĕлĕнтерес терĕм. Ялта ман пек тĕлĕнтермĕш çын та кирлĕ вĕт-ха
— Вячеслав, кунта, сирĕн кедр вăрманне çитме пĕрре те ансат мар. Малтан çăмăл машинăпа вăрман хĕрне çитрĕмĕр те мотоблок çине куçса лартăмăр. Унпа кĕмсĕртеттерсе кедр плантацине çитрĕмĕр. Йĕри-тавра хыр йывăçĕ çине сыпнă кедрем «пуçĕсене» каçăртса лараççĕ. Вĕсен шучĕ паллă-и?
— Ятарласа шутламан. Пине яхăн пулĕ.
— Мĕнрен пуçласа ятăр çак хăвăрăн юратнă ĕçĕре?
— Ку ĕç 2017 çулта пуçланчĕ. Муркаш районне кайса кедр ÿс- терекен çынран пилĕк тĕп илсе килтĕм. Чылай хаклăччĕ вĕсем. Иккĕшне Пĕршенерте анкартине лартрăм, виççĕшне – кунта. Çитме те кунта çулĕ те питĕ йывăрччĕ. Майне тупрăм — мотоблок туянтăм. Вăл таçта та çĕмĕрттерсе кĕрсе кайма пултарать. Çырмасем урлă каçма хăмасенчен каçăсем турăм. Плантаци йĕри-тавра карта тытса çаврăнтăм. Самаях тар юхтарма тиврĕ.
— Вячеслав, эсир кедра хыр йывăçĕ çине сыпма камран вĕреннĕ? Е Интернетра-и?
— Ман атте, Варсонофий Семенович Семенов, тĕрлĕ интереспе пурăнакан çын пулнă. Вăл «Наука и жизнь» журнал çырăнса илетчĕ. Эпĕ ун чухне 6-мĕш е 7-мĕш класра вĕренеттĕм. Журналăн пĕр номерĕнче кедра хыр çине сыпма вĕрентекен статьяна вуларăм. Вăл çавăн чухнех ман пуçа кĕрсе юлнă. Пирĕн таврара кедр йывăçĕ пулман пирки ку ĕçе туса пăхаймарăм. Атте мана çине тăрсах пылак çимĕç паракан, чылай вăхăт хушши упранакан улмуççисен темиçе сортне пĕр улмуççи çинех сыпма вĕрентрĕ.
Пĕрремĕш, пуçласа сыпнă кедрсем ăнăçлă сыпăнчĕç. Питĕ вăйлă ÿссе кайрĕç. Вăт çакăнтан пуçланса кайрĕ те ĕнтĕ ку ĕç.
— Кедра е улмуççине сыпас ĕçре мĕнле те пулин уйрăмлăх пур-и?
— Çук та пулĕ. Красноярск, Томск енчи ученăйсем усă куракан меслетсене тĕпе хурса ĕçлетĕп. Вĕсенчен чи ăнăçли, ман шутпа, «вприклад» — «привойпа» «подвоя» касса пĕр-пĕрин çине хурса çыпăçтарса сыпни.
Кăçал ман кедр йывăçĕсене вăрманти пăшисем тапăнчĕç. Чылайăшĕнне тăррисене татса çисе ячĕç. Кедрăн лăссийĕ çемçе, вăрăм, хырăнни пек мар, çăвар ăшчиккине ыраттармасть. Юрĕ ĕнтĕ, мĕн тăвăн. Çĕр кедра сиен кÿнĕ пулсан, эпĕ çулталăкра 200 кедр сыпатăп.
— Эсир Томскри пĕр ученăйпа çыхăну тытатăп, — тенĕччĕ…
— Ку вăл Сергей Горошкевич, биологи наукисен докторĕ, пĕр институтра дендроэкологи лабораторийĕн ертÿçи пулса ĕçлет.
Ак çакă картара унран туяннă кедрсем ÿсеççĕ, шăпах вĕсене сыпатăп та ĕнтĕ чăваш хырĕсем çине.
— Вăл сире кедр калчисене почтăпа ярса парать е хăвăрăн кайса илмелле?
— Наукăпа ĕçлекен çыннăн почта тăрăх çÿреме вăхăчĕ те çук пулĕ, çавăнпа ятарласа кайса илетĕп. Кашни каймассеренех эпĕ унтан мĕн те пулин çĕнни вăренсе килетĕп. Ак çакă кедр «президентский» текенни. Авă, кĕтесри — «олигарх». Вĕсене пурне те Горошкевичрвн туяннă.
— Вячеслав, сирĕн плантацине пăшисем хĕлле тапăнаççĕ терĕр.
— Çапла. Кăçал тата юр питĕ нумай çуса лартрĕ. Пăшисене янтă та тутлă апат килĕшнĕ ĕнтĕ. Чă-ваш вăрманĕнче 750 пăши пурăнать тенине илтнĕ. Лесниксем те питĕ пăшăрханаççĕ: лартнă йывăç калчисене çисе çак чĕрчунсем вăрман хуçалăхне чылай сăтăр тăваççĕ. Вĕсен шутне кирлĕ таран чакарма кирлех ĕнтĕ.
— Кедра сыпмалли вăхăчĕ те паллă пулĕ-ха…
— Çуркунне апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа майăн 20-мĕшĕччен. Çуллахи вăхăчĕ вара июлĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа августăн 20-мĕшĕччен. Çав вăхăтра йывăç сĕткенне ытларах парать, лайăх сыпăнать.
— Вячеслав, Канаш тăрăхĕн-че тата кам та пулин пур-и кедр ÿстерекенни?
— Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче Семенов Николай Семенович паллă сад ăсти, Раççейĕн тава тивĕçлĕ фермерĕ пурччĕ. Вăл, эпĕ кедр ÿстернине пĕлсен, çав тери интересленсе кайрĕ. Ман плантаципе паллашма кунта килсе те кайнăччĕ. Эпĕ ăна чылай йывăç парса ятăм. Шел, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.
— Вячеслав, чăн малтан ларт- нă кедрсем мăйăрне паракан пулмарĕç-и?
— Муркашран илсе килнĕ пилĕк кедртан пĕри икĕ çултанах мăйăр пачĕ. Икĕ çул каялла пахчара утă çулакансем çав йывăçăн самăй тăррине ăнсăртран çавапа касса татрĕç. Питĕ кулянтăм.
Тата мĕн каласшăн эпĕ. Пăшисене хăратма çÿллĕ юпа çине сасă паракан видеокамера вырнаçтарасшăн. Юпине лартрăм-ха.
Вячеслав Варсонофьевичăн вăрман хĕрринче вырнаçнă кедр плантацийĕпе тĕплĕн паллашнă хыççăн каллех мотоблокпа кĕмсĕртеттерсе тарăн çырма çыранне лартса хăварнă çăмăл машина патне çитрĕмĕр. Унтан — Пĕршенер ялне. Вячеслав хаваспах хăйсен анкартинче ÿсекен кедрсемпе паллаштарать: «Кунта манăн вунă йышши кедр ÿсет», — тет вăл савăнса. Чăнах та, йывă- çĕсем питĕ мăнаçлăн, саркаласа ÿсеççĕ. Вячеславăн анкартинче пушă выртакан çĕр те пур. «Кунта мĕншĕн кедр лартмастăн, — тесен, — мăшăр килĕшесшĕнех мар», — терĕ. Ман шутпа, унта çак йывăçа халăх валли ÿстерме питĕ меллĕ.
Василий ЛАПИН
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн

