Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канаш тӑрӑхӗнче пурӑнакан Тимофеевсем ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.
Анатолий Васильевичпа Зинаида Ефимовна 50 ҫул каялла Канашри ЗАГСра ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ: Сергей, Ольга тата Екатерина. Халӗ ултӑ мӑнукпа тата пӗр кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Тимофеевсем иккӗшӗ те тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Канаш хулинче вӑй хунӑ. Анатолий Васильевич малтана ПАТПра, кайран Канашри автоагрегат заводӗнче водительте тӑрӑшнӑ. Зинаида Ефимовна КААЗра повар пулса ӗҫленӗ.
Мӑшӑра Канаш округӗн ЗАГС ӗҫченӗсем саламланӑ.

