Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Ҫамрӑк воинсем лагере пуҫтарӑннӑ

Ҫамрӑк воинсем лагере пуҫтарӑннӑ

Республикӑри ҫамрӑк воинсем Муркаш райо- нӗнчи «Солнышко» лагере пуҫтарӑннӑ.

Унта «Ҫамрӑк паттӑрсен вӑхӑчӗ» смена уҫӑлнӑ. Ку – «Воин» тата «Авангард» центрсен пӗрлехи проекчӗ. 

«Авангард» центр директорӗн ҫумӗ Анна Володина пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрлӗ хулапа округран 14-17 ҫулсенчи 300 яшпа хӗр пухӑннӑ. Вӗсем пӑшалтан тӗл перес, пӗрремӗш пулӑшу парас, пилотсӑр вӗҫекен аппаратпа ӗҫлеме вӗренес тата ытти енӗпе ӑсталӑха туптаҫҫӗ.

Занятисем хыҫҫӑн тӗрлӗ мероприяти иртет: фестивальсем, тӗлпулусем, турнирсем, вӑйӑсем.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *