Чӑваш наци вулавӑшӗнче культура отраслӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсен форумӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ.
Форума республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхри библиотекарьсене, культура ҫурчӗсенче ӗҫлекенсене пухнӑ. Мероприятие 60-а яхӑн специалист хутшӑннӑ.
Форумра «хальхи культура чӗлхи» ҫинчен те сӑмах хускатнӑ. Ялти специалистсен авалхи юрӑсене ҫырса илес ӗҫе мӗнле йӗркелемелли пирки калаҫнӑ.
Ҫамрӑк специалистсем хӑйсене кӑсӑклантаракан самантсене Светлана Каликова министрпа сӳтсе явма пултарнӑ.

