Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Çурхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ

Çурхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ


Хальхи вăхăт тĕлне республикăра çурхи культурăсене 247 пин ытла гектар çинче акнă.
Çĕмĕрле, Елчĕк, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ тата Комсомольски округĕсенче уйрăмах тăрăшса ĕçлеççĕ. Элĕк тата Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенче сенаж хатĕрлеме те тытăннă.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çурхи уй-хир ĕçĕсене ку эрнере вĕçлеме хушнă. «Халӗ чи пĕлтерĕшли – хӑвӑртлӑха чакармалла мар. Паллах, ӗҫ пахалӑхӗ пирки те манмалла мар», – тенĕ вăл.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *