Шупашкарти медицина колледжĕн Канаш хулинчи филиалĕнче Мухтав урокĕ иртнĕ. Мероприятие тылри хастарсене халалланă, унта ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пирĕн ентешсем пур енлĕн пулăшса пыни çинчен калаçнă. Мухтав урокĕн ĕçне округ пуçлăхĕ Валерий Чернов та хутшăннă, боецсене пулăшса тăракан ыр кăмăллă граждансене чĕререн тухакан тав сăмахĕ каланă.
«Шăхасан» волонтерсен ушкăнĕн ертÿçи Николай Илларионов хăйĕнпе пĕр шухăшлă хастарсем туса пыракан пĕлтерĕшлĕ ĕçсене уçăмлатнă. Чă- ваш Ен Правительстви пулăшнипе СВО пыракан вырăна гуманитари пулăшăвĕ тултарнă тăхăр фура ăсатни çинчен каланă. Çак йышра йывăç, строительство хатĕрĕсем, 700 ытла маскировка сетки, апат-çимĕç, дронсем, ятарлă техника тата ытти пулнă.
Мероприятие «Фома» позывнойпа çÿ- рекен боец та хутшăннă, вăл тăван тăрăха кĕске отпуска таврăннă. Салтаксене пулăшу кÿнĕшĕн кашнине тав тунă, Роман Рябчиков студента гуманитари пулăшăвĕ пушатса тиеме хастар хутшăннăшăн «За помощь СВО» медаль парса чысланă. Наградăна полк командирĕ Василий Юрьевич парса янă пулнă.

