Чăваш Енре уçă тÿпе айĕнче кино кăтартаççĕ. Ятарлă проектпа килĕшӳллĕн рес- публикăри хуласемпе округсенче, пурĕ 24 лапамра, кино тÿлевсĕрех курма май пур.
Киноафишăра – çемьепе пăхмалли фильмсем. Вĕсене çулла вĕçленичченех, кашни кĕçнерникун, кăтартĕç.

