Пӑрачкав округӗнче упӑшкипе арӑмӗ ҫул хӗррине машинипе канма чарӑннӑ. Вӗсем патне ҫул-йӗр инспекторӗсем пынӑ, багажника уҫсан унта 3 килограмм наркотик тупнӑ.
Гашишпа марихуана ӑҫта выртнине упӑшкипе арӑмӗ хӑйсемех кӑтартнӑ. Наркотика вӗсем Тутарстанра сутма палӑртнӑ, анчах унта ҫитеймен.
Упӑшкипе арӑмне пысӑк виҫӗпе наркотик сутма тӑнӑшӑн явап тыттарӗҫ. Вӗсен машинине арестленӗ. Уголовлӑ ӗҫе Улатӑр районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.

