Шăхасан салинче пушар хурал деповĕн модуллĕ çуртне тума тытăннă. Пĕлтерĕшлĕ объекта çĕклеме «СТРОЙ-ИНЭКС» подрядлă орагнизаципе килĕшÿ тунă.
Çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн палăртнă пĕтĕм ĕçе кăçал авăн уйăхĕнче вĕçлемелле. Паянхи куна илес пулсассăн, рабочисем хăйсем çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçласа пыраççĕ.
Строительство ĕçне нумаях пулмасть «Единая Россия» партин «Народный контроль» хастарĕсем вырăна тухса хакланă. Хаклав мероприятине округ администра- цийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Петров та хутшăннă. Комиссие асăннă проектăн муниципалитет шайĕнчи координаторĕ Андрей Поляков ертсе пынă.
Пушар хуралĕн çĕнĕ деповĕ округра пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ объект пулса тăрĕ. Ăна хута ярсан вăл Шăхасан салине кăна мар, çывăхри ялсене те пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерсе тăрĕ.

