Чӑваш Енри ялсенче пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет кӗртеҫҫӗ.
«Единая Россия» партин «Цифровая Россия» партпроект хастарӗсем заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ.
Ҫулталӑк вӗҫӗччен республикӑри 26 пин ҫурта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ, пралуклӑ интернет кӗртме палӑртаҫҫӗ.
Сӑмахран, Шупашкар округӗнчи Апаш ялӗнче ку ӗҫе 150 ҫуртра пурнӑҫлаҫҫӗ те ӗнтӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра тата 68 ял ҫыннисем интернет кӗртессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

