Раççей Правительствин Председателĕн çумĕ Дмитрий Патрушев ертсе пынă ВКС мелĕпе йĕркеленĕ канашлура пушар хăрушсăрлăх тап-хăрĕ еплерех иртсе пынине сÿтсе явнă. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.
Чăваш Еншĕн вăрмансене сыхласа хăварасси — пысăк тимлĕх уйăракан ыйту. Вăрман — пирĕн çут çанталăк пурлăхĕ, пиншер çемье канакан вырăн, çавăн пекех çитĕнекен ăрăва парса хăвармалли тупран пĕр пайĕ те.
Çавăнпа республикăра ку енĕпе лару-тăрăва çирĕп контроллесе тăраççĕ. Ака уйăхĕн- чен пуçласа вăрмансене видео- мониторинг тăваççĕ, пилотсăр вĕçекен хатĕрсем пушар тухнă вырăнсене кĕске вăхăтра тупса палăртма пулăшаççĕ, вут-кăвара хирĕç кĕрешекен вăйсем тата ятарлă техника яланах хатĕр тăраççĕ.
«Çак системăллă ĕçĕн курăмлă кăтартăвĕсем пур: çулталăк пуçланнăранпа вăрман фондчĕн çĕрĕсем çинче пĕр пушара та шута илмен, ландшафтри пушарсен шучĕ вара, иртнĕ çулпа пăхсассăн, 2,5 хутчен чакнă. Анчах та çакă лăпланмаллине пĕлтермест, умра — çуллан чи шăрăх уйăхĕсем. Çавăнпа та профилактикăпа контроле вăйлатса пынипе пĕрлех вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли инфраструктурăна та çирĕплететпĕр. Вăрмансене инкекрен сыхласа хăварас тĕлĕшпе кунсеренех сыхă тăракан специалистсене тав тăва- тăп, çынсене вара çут çанталăка упрама чĕнсе калатăп. Пĕрле чухне анчах эпир çут çанталăкăн илемĕпе унăн пурлăхне хамăр ачасем валли упраса хăварма пултарăпăр», — палăртнă регион ертÿçи Олег Николаев.

