Тунтикун, çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Канаш тăрăхĕнче «Сывлăх пуйăсĕн» «Ача-пăча тухтăрĕсем» ĕçленĕ. Специалистсем ачасене Шăхасанти тĕп больницăра йышăннă.
Аса илтеретпĕр, çак проект Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе «Шаг к здоровью» анлă проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрет. Ăна республикăри ачасене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе вырăнта тивĕçтерес тĕллевпе йĕркеленĕ.
Ашшĕ-амăшĕ ачисемпе приема килнĕ май, çакăн йышши формат, республика шайĕнчи ăста специалистсен пулăшăвне тĕп хулана тухса çÿ- ремесĕрех илме май панине палăртаççĕ. Кун пек чухне вăхăт кăна мар, укçа-тенкĕ те перекетленет. Республикăри больницăсен специалисчĕ- сем патне кун пек чухне черет çырăнса кĕтесси те çук.
Пĕлме, «Сывлăх пуйăсĕ» «Шаг к здоровью» проектăн çĕнĕ енĕ, ăна «Единая Россия» партин пуçару ушкăнĕ сĕннипе хута янă.

