Шупашкарти 57-ри тирпейлӳҫӗ палламан ҫынсемпе телефонпа калаҫнӑ хыҫҫӑн 2 млн тенкӗсӗр юлнӑ.
Ӑна ҫак уйӑхра пенси ӳстерсе парассине пӗлтернӗ, социаллӑ фонда пыма ыйтнӑ. Черетре тӑрас мар тесе электронлӑ майпа ҫырӑнма, смс-ҫырупа килнӗ кода калама ыйтнӑ.
Кун хыҫҫӑн ун патне ФСБ, банк, «Госуслуги» «ӗҫченӗсем» шӑнкӑравлама тытӑннӑ, хӗрарӑма ҫӗнӗ телефон туянма ӳкӗте кӗртнӗ, унпа пӗр чарӑнми калаҫнӑ. Кайран ӑна пӗтӗм укҫине банкран илсе курьера пама хушнӑ. Укҫа ҫинчи пӳрне йӗрӗсене тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн. Кун пирки никама та калама хушман.
Темиҫе кунран кун пирки тӑванӗн ачи пӗлнӗ. Ҫавӑн чухне тин хӗрарӑм 2 миллион тенке ултавҫӑсене куҫарса панине ӑнланнӑ.

