Раççей кунĕ умĕн «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Уçырма ялĕнче çĕнĕ йышши вулавăш — «На Канашской» пултарулăх вулав центрĕ — уçăлнă.
Вăл Канашри централизациленĕ библиотека системинчи çакăн евĕр иккĕмĕш вулавăш пулса тăнă. Пĕрремĕшне 2021 çулта «Культура» наци проекчĕ-
пе Шăхасан салинчи тĕп вулавăшра хута янă пулнă. Канаш тăрăхĕпе илес пулсассăн вара, пĕлтĕр хулари çĕнелнĕ ачасен тĕп библиотекине шута илсессĕн, вăл çĕнĕлле йĕркеленĕ виççĕмĕш учреждени пулса тăрать.
Пултарулăх вулав центрне уçма Чăваш Республикин культура, национальноçпа архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова, округ пуçлăхĕ Валерий Чернов тата ытти хаклă хăнасем хутшăннă. Çĕнĕ вулавăшпа чи малтан Уçырмари шкулта вĕренекенсем тата «Солнышко» ача садне çÿрекенсем паллашнă.
Светлана Каликова министр палăртнă тăрăх, çак библиотека республикăра 41-мĕш, кăçал хута янисенчен вара — пĕрремĕш. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринчех канашсем пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттерме пултарнă, юсав хыççăн тата çĕнĕ хатĕрсемпе кĕ- некесем хăйсен вырăнне тупсан вулавăш куçа тыткăнламалла капăрланнă. Унта кĕçĕн çулхисем кăна мар, шкул ачисемпе студентсем тата аслисем те хăйсене мĕн кирлине тупма пултараççĕ. Вулавăш ĕçченĕсем çынсене компьютера алла илме тата финанс пĕлĕвне ÿстерме пулăшма пултарĕç.
Канаш тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Чернов Чăваш Ен правительствине тав сăмахĕ каланă май çĕнелнĕ вулавăш çынсене хăйĕн патне туртакан пĕлтерĕш- лĕ вырăн пулса тăрассине пĕлтернĕ.

