Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Экзаменра 100 балл пухнӑ

Экзаменра 100 балл пухнӑ


Чӑваш Енре 22 ҫамрӑк ППЭре 100 балл пухнӑ. Ҫакӑн çинчен Чӑваш Ен Пуçлӑхӗ Олег Николаев социаллӑ сетьри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Ку – эпир республикӑра вӗренӗве аталантарнин системӑллӑ ӗҫ кӑтартӑвӗ. Эпир ҫӗнӗ шкулсем тӑватпӑр тата вӗсене ҫӗнететпӗр, хальхи йышши оборудовнипе тивӗҫтеретпӗр, кашни ача валли талантне кӑтартма условисем туса паратпӑр», – тенӗ вӑл.
Выпускниксенчен 17-шӗ химипе 100 балл илнӗ, 3-шӗ историпе, 2-шӗ – литературӑпа. Химипе 100 балл илнӗ 17 ҫамрӑк пирӗн республикӑшӑн – рекорд. Пӗлтӗр ун пеккисем 12 ҫын пулнӑ.
100 балл пухнисен йышӗнче хула ачисем кӑна мар: Элӗк, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Муркаш округӗсенчи тата Етӗрне хулинчи ҫамрӑксем те палӑрнӑ. Канаш хулинчен 100 балл пухнисем вара харӑсах иккӗн пулнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *