Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Çĕр ĕçченĕ, акара маттур пултăн-çке ара…

Çĕр ĕçченĕ, акара маттур пултăн-çке ара…

Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей кунĕнче, Асхва ялĕ çывăхĕнчи «Урожай» стадионта ĕçпе юрă тата спорт уявĕ «Акатуй — Сабантуй» иртнĕ. Канаш тăрăхĕнче кăçалхипе ăна 62-мĕш хут йĕркеленĕ. Уява Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене халалланă пулнă. 

«Урожай» стадион уяв кунĕнче савăнăçлă тата илĕртÿ-ллĕ пысăк лапам пулса тăнă. Сцена çинчен илемлĕ юрă-кĕвĕ янăранă, спорт площадкисенче çамрăксем хăйсен пултарулăхĕпе вăйне тата ăсталăхне кăтартнă, тĕрлĕрен курав вара хăнасене аякранах кăчăк туртнă.

Атăлçи федераци округĕнчен килнĕ ретро-машинăсен куравĕ хăнасене хăйĕн тавра йышлăн пуçтарнă. Техникăна кăмăллакансем тĕрлĕ орура туса кăларнă автомобильсемпе питех те кăсăкланса паллашнă. Ал-ĕç ăстисен урамĕнче те çынсем самантлăха та татăлман, унта вĕсем вырăнти ăстасен хатĕрĕсене курса тĕлĕннĕ, кăмăла кайнисене вара асăнмалăх туяннă та.

Уяв хаклă хăнасене кĕтсе илнипе пуçланнă. Вĕсен йышĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Сергей Федоров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Алексей Шурчанов, Юрий Попов, Сергей Семенов, Федор Степанов, «Защитники Отечетсва» патшалăх фондчĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Елена Зайцева, Чăваш Республикинчи Общество Палатин членĕ Шарипжан Касанов, округсен ертÿçисем тата Канаш тăрăхĕнчен тухнă паллă ентешсем пулнă.

Канаш енĕн хастарĕсене уявпа саламлама килнĕ хăнасене округ пуçлăхĕ Валерий Чернов, Канаш тăрăхĕнчи депутатсен пухăвĕн председателĕн çумĕ Сергей Шерне тата пултарулăх ушкăнĕсем кĕтсе илнĕ. Унтан вĕсем тĕрлĕ наци çыннисемпе пĕрле халăхсен туслăхĕпе пĕрлĕхне

кăтартса пурте алла-аллăн тытăнса «Туслăх хороводне» тăнă.

Унтан уявăн тĕп пайĕ сцена çинче тата унăн таврашĕн- че иртнĕ. Тав сăмахĕсемпе наградăсене ĕçре палăрнă хастарсем тухса илнĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсенче мала тухнисене вара уйрăммăн палăртса хăварнă. Çак йышра «Канмаш», «Пионер», «Слава картофелю-Канаш» агрофирмăсем, Киров ячĕллĕ ЯХПК, «Цивиль», «Агат», «Август-Кайбицы» пĕрлĕхсем тата Протасов хресчен-фермер хуçалăхĕ пулнă. Вĕсене производствăри курăмлă кăтартусемшĕн дипломсем тата хаклă парнесем парса чысланă. 

Савăнăçлă пай хыççăн сцена çине вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем тухнă. Вĕсем тăван ене, ĕçе тата халăх туслăхне халалланă юрăсене шăрантарнă. Уяв концерчĕн программинче ачасем те куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарма пултарнă.

Акатуй — спортсменсемшĕн яланах кĕтнĕ уяв. Унта вĕсем спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче тупăшса хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ. Ăмăрту йĕркелÿçисем те çĕнтерÿçĕсене парнесемпе кÿрентермеççĕ. Спорт лапамĕсем спортсменсене кăна мар, спорта кăмăллакансене те çулсеренех хăйсен тавра йышлăн пуçтараççĕ.

Акатуйĕнче ятарлă çар операцине халалланă «СВОя» лапам та ĕçленĕ. Унта çамрăксем валли йĕркеленĕ куравсемпе информаци стендчĕсем тĕп вырăн йышăннă. Вĕсем кашниех Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен паттăрлăхне уçăмлатнă.

Çынсем уява савăнма килнипе пĕрлех малашлăхшăн яваплă пулнине те кăтартса панă. Вĕсем «Единая Россия» парти йĕркелекен çĕнĕ Халăх программи валли хăйсен шухăш-кăмăлне палăртнă. Вĕсене тĕллевлĕ документа туса хатĕрленĕ чухне пурне те пысăк тимлĕх уйăрĕç.

Аса илтеретпĕр, çак уяв Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Яркое лето в Чувашии» проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ. Канаш тăрăхĕн администрацийĕ уява йĕркелесе ирттерме пулăшнă кашни хастара чĕререн тав тунине пĕлтерет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *